2368 | Ҫӑмарта шурӑ тесе шуратмасӑр ҫиме ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2369 | Ҫӑмартари автан шуҫӑмпа тӑрса авӑтмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2313 | Ҫил ҫунатлӑ ут тытма кайӑк чӗреллӗ ҫын кирлӗ. | Ут — Лаша |
2314 | Ҫитернӗ ӑйӑр ҫитмӗл пӑт туртнӑ, ҫитермен лаша ҫирӗм пӑт анчах туртнӑ теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2315 | Ҫумӑра хирӗҫ тӑракан лаша ҫунатлӑ теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
1931 | Ҫурмалла пӑха йӑт ҫимест. | Йытӑ |
2316 | Ҫӳрен лаша — ахаль ҫӳреме, тур лаша — турттарма. | Ут — Лаша |
2317 | Ҫӳретмен лаша пуҫсӑр пулать. | Ут — Лаша |
1932 | Ҫывракан йытта ан тӑрат. | Йытӑ |
1933 | Тӑрансан йытти йышне тапӑнатъ теҫҫӗ. | Йытӑ |
1682 | Тӗкӗннӗ выльӑх тӗкне ҫиет тет, ӑннӑ выльӑх пӑхне ҫиет тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1683 | Тӗкӗннӗ выльӑх тӗкне ҫинӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
2364 | Тӗпеклӗ чӑх ҫӑмарта тӑвать, тирпейлӗ ҫын ҫурт тӑвать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2365 | Тӗпеклӗ чӑхсем ытларах ҫӑмарта тӑваҫҫӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2132 | Тиле тилмӗрет те, кашкӑр каҫармасть. | Тилӗ |
2123 | Тилӗ ӑсӗ — чеелӗх. | Тилӗ |
2124 | Тилӗ иленнӗ ҫӗрте чӑх-чӗп илӗхмест. | Тилӗ |
2125 | Тилӗ инкекӗ тирӗнче. | Тилӗ |
2126 | Тилӗ курнипех ан тилӗр. | Тилӗ |
2127 | Тилӗ мӑкӑр ҫӑмартине ҫичӗ ҫул астуса ҫӳренӗ. | Тилӗ |
2128 | Тилӗ сӑмах панӑ чух чӑх-чӗп пуҫ тавра шутлатӑр тесе калать тет. | Тилӗ |
2129 | Тилӗ ҫыврать, тирне курать. | Тилӗ |
2130 | Тилӗ тӗлӗкӗнче те сар кӗрӗкӗпе мухтанать тет. | Тилӗ |
2131 | Тилӗ тӗлӗкӗнче те чӑхсене хисеплет. | Тилӗ |
2134 | Тилӗ хӑй текне-ҫӳҫне вараламасть. | Тилӗ |
2133 | Тилӗ хӑй хӳрине варламасть. | Тилӗ |
2135 | Тилӗ хӳри те тиллех хӳтӗлет. | Тилӗ |
2136 | Тилӗ чее те, ҫапах капкӑна ҫакланать. | Тилӗ |
2137 | Тилӗпе кашкӑр ӗлӗкрен кумлӑ. | Тилӗ |
2138 | Тилӗрен чӑх хуралҫи пулас ҫук. | Тилӗ |
2139 | Тилӗрен чее татах пур. | Тилӗ |
2140 | Тилӗшӗн пулсан типӗ ҫук. | Тилӗ |
2141 | Тилле — телей, кашкӑра — инкек. | Тилӗ |
2142 | Тиллӗн те хушӑран хушӑ тилӗрсе илес килет. | Тилӗ |
2143 | Тиллӗн хӳрине татсан та тилех юлать. | Тилӗ |
2144 | Тилли тустарать, кашкӑр ҫине кустарать. | Тилӗ |
2145 | Тиллине тытмасӑр ан тилӗр. | Тилӗ |
1684 | Тискер кайӑк йӗрне пӑхсах паллӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1685 | Тискер кайӑк та ҫӑлӑнӑҫ шырать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1686 | Тискер кайӑк чӗрнинчен паллӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1687 | Тискер кайӑк чунӗ хӗрхенме пӗлмест. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1688 | Тискер кайӑк шучӗпе пӗтӗм тӗнче какайшӑн. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1689 | Тискер кайӑка — ҫӗр, вӗҫен кайӑка — сывлӑш, ишен кайӑка — шыв, этеме — мӗнпур тӗнче. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
2010 | Тукмак какай ҫисен шӑммине пуҫтармасть. | Кашкӑр |
2011 | Тукмака ури тӑрантарать. | Кашкӑр |
2318 | Тур лаша Турӑ ҫинчен аса та илмест, ҫапах пурӑнать. | Ут — Лаша |
2319 | Тур лашан та туртас килмест те, турта хушшинчен тухма ҫук. | Ут — Лаша |
2320 | Тур лашан туртасси виҫеллӗ. | Ут — Лаша |
2321 | Туртакан лаша ҫине тиеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2167 | Упа аллинчен улма тухман тет. | Упа |